Президент амӑшлӑх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Рябухина Хулари ача-пӑча клиника пульницине ертсе пырӗ. Пульница коллективне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов унпа паллаштарнӑ.
Ольга Рябухина 2012-2017 ҫулсенче Канашри территорисен хушшинчи медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти амӑшлӑх центрне ертсе пырма пуҫланӑ. 2018 ҫулта ӑна Президент амӑшлӑх центрне куҫарнӑ, тӗп тухтӑр пулнӑ.
Ольга Рябухина ҫӗнӗ ӗҫе куҫнӑ мар Президент амӑшлӑх центрӗнче тӗп тухтӑр тивӗҫӗсене Евгений Дубнер пурнӑҫлӗ.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ.
Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тишкернӗ.
Республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, «ковид ҫамрӑксемпе ачасен хушшинче те нумайрах сарӑлма тытӑннӑ». Ҫавна май Ҫӗнӗ ҫул уявне ача пахчсемпе шкулсенче уйрӑм пӳлӗмсемпе классенче ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшӗн ҫитсе курас тесен прививка тутарма твӗ. Унсӑр уява кӗртмӗҫ.
Кӑшӑлвирусран вакцинациленессин кӑтартӑвӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Улатӑр, Вӑрнар, Вӑрмар тата Елчӗк районӗсенче чакнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑма шыранӑ. Полицейскисем ӑс-тӑнӗпе арпашӑннӑскере вилӗмрен ҫӑлнӑ.
74 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра килтен тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӗсем районтан хулана илсе килнӗ. Ватӑскер ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарнӑ.
Килте никам та ҫук чухне хӗрарӑм тухса кайнӑ. Вӑл ҫухалнине 2 сехетрен тин асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ. Вокзалсенче, подъездсенче, лавккасенче шыранӑ – тупайман.
17 сехет те 40 минутра хӗрарӑма ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хваттере илсе килнӗ. Экипаж патруль вӑхӑтӗнче пӗр ҫын промзона еннелле утнине курнӑ. Вӑл шӑпах ҫав хӗрарӑм пулнӑ. Взвод командирӗн ҫумӗ Алексей Васильев тата Николай Бардулин инспектор ун патне пынӑ та вӑл ҫухалнӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Григорьевӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ӑҫта ӗҫленине ҫак самантра пӗлместпӗр. Ҫавӑн ятлӑ хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл хула администрацийӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, унран пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫапла вара промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Кондратьевӑн ҫумӗсем халӗ иккӗн пулса тӑнӑ. Ҫавсен йышӗнче — Борис Марковцов тата Ольа Григорьева. Унсӑр пуҫне пӗр пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Светлана Кузьмина.
Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫухалнӑ хӗрарӑма шыранӑ. Тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл вилнӗ.
Хӗрарӑм каҫхине аппӑшӗ патне кайма тухнӑ. Анчах унта вӑл ҫитеймен. Ирхи 4 сехетре вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ та темӗнле вӑрманта пулнине, шӑнса хытма пуҫланине каланӑ. Кайран телефона пачах тытман.
Хӗрарӑма полицейскисем, тӑванӗсем, нимеҫӗсем шыранӑ. Пӗр предприяти хуралҫи ӑна курса юлнӑ иккен. Вӑл каласа кӑтартнипе ӑҫтарах шырамаллине ӑнланнӑ. Вӑхӑт кӑштах ҫеҫ иртнӗ – шырав чарӑннӑ. Хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ…
Вӑраха тӑсӑлнӑ канмалли кунсенче, чӳкӗн 1-7-мӗшӗсенче, республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗр эрнере чирлесси 48,9 процент чакнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 3719 ҫын сахалрах ОРВИпе аптӑранӑ.
Ытларах Шупашкарта чирленӗ: 2406 ҫын. Иккӗмӗш вырӑнта Ҫӗнӗ Шупашкар – 218 ҫын. Иртнӗ эрнере республикӑра ОРВИпе чирлессин кӑтартӑвӗ 100 пин ҫын пуҫне 318,8 ҫын лекнӗ. Кӑтарту Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта, Канашра, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче пысӑкрах пулнӑ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 10 пин ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку – рекорд.
Яшсемпе хӗрсенчен хӑшӗсем ҫемье ҫавӑриччен ура ҫине ҫирӗп тӑма ӗмӗтленеҫҫӗ. Малтан вӗренсе пӗтермелле, ӗҫе вырнаҫмалла, хваттерлӗ-ҫуртлӑ пулмалла, кайран ҫеҫ ҫӗрӗ тӑхӑнма юрать тесе шухӑшлакансемпе пӗрлех ҫамрӑклах мӑшӑрланакансем те пур.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑлач уйӑхнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен 4 976 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку цифра 24 процент пысӑкрах.
Пӗрлешекенсен вӑтам ҫулне илсен, арҫынсем — 24-30 ҫулта, хӗрарӑмсем — 25-30 ҫулта.
Мӑшӑрланакансем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Канаш хулинсенче йышлӑрах пулнӑ. Яллӑ районсенчен малтисен шутӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Палькин Ҫӗнӗ Шупашкарта 1,4 тонна кӑлпасси тӗп тӑвассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ҫак хулар кӑлпассире Африка мурӗн вирусӗн ДНКне тупнӑ.
Алексей Палькин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак вирус ҫыншӑн хӑрушӑ мар. Анчах вӑл экономикӑшӑн хӑрушӑ, мӗншӗн тесен тӑкак кӳрет. Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна ашне урӑх регионтан илсе килнӗ, унран кӑлпасси хатӗрленӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе аш-какай комбиначӗн хӑш-пӗр объектӗнче карантин тесе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |